Пирӗн ентеш, Олимп резервӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш спорт шкулӗн йывӑр атлечӗ Полина Андреева, ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл Беларуҫре иртнӗ тупӑшура икӗ енлӗ кӗрешӳре 165 килограмм йӑтнӑ.
Ӑмӑрту Могилев хулинче иртнӗ. Унта йывӑр атлетикӑпа кӑсӑкланакан хӗрарӑмсем тата арҫынсем хутшӑннӑ. Пирӗн Полина Андреева 49 килограмм тайман спортсменсен ушкӑнӗнче чи маттурри пулса ылтӑн медале тивӗҫнӗ.
Паян ирхи 3 сехет те 44 минутра Атӑл леш енчи «Водник» кооперативра пушар тухни пирки пӗлтернӗ. Вӑл – Ҫӗнӗ Шупашкара хирӗҫ.
Пушара Чӑваш Енри тата Мари Элти ҫӑлавҫӑсем сӳнтернӗ. Ҫулӑм кирпӗч ҫурта тӗп тунӑ, кӳршӗсен пӳрчӗн фронтонӗ сиенленнӗ.
Пушара сӳнтерсен икӗ виле тупнӑ. Вӗсем – упӑшкипе арӑмӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар юсавсӑр электропралука пула тухнӑ. Халӗ терӗслев пырать.
Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Химиксен тӑкӑрлӑкӗнчи 4-мӗш ҫуртра 4-мӗш хутри хваттер ҫуннӑ. Ӑна такам ятарласа чӗртсе янине палӑртнӑ.
Ҫав хваттере пула кӳршӗри тепӗр икӗ пӳлӗм шар курнӑ. Ҫӑлавҫӑсем ҫуртран 10 ҫынна урама кӑларнӑ. Пушара сӳнтернӗ ҫӗрӗ икӗ автоцистерна тата подъемник хутшӑннӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 523 пушар пулнӑ. Вӗсенче 26 ҫын вилнӗ.
Ӗнер "Раҫҫей 1" телеканалта эфира тухнӑ "Сто к одному" кӑларӑма Ҫӗнӗ Шупашкарти вӗрентекенсем хутшӑннӑ. Вӗсем "Йошкар-Ола" командӑра кӗрешнӗ.
Пирӗн ентешсем, Ҫӗнӗ Шупашкарти лицейри вӗрентекенсем, кӳршӗ республикӑри хаҫат ӗҫченӗсене 312:264 шутпа ҫӗнтернӗ.
Пӗрре ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрача амӑшне вӑратнӑ: вӑл хӑйне япӑх туять-мӗн, хӑстарать. Хӗрарӑм пӳртре газ шӑрши кӗнине туйнӑ. Аялти хутра ҫывӑракан тепӗр 5 ачи те газпа наркӑмӑшланма пултарнине тӳрех шутласа илнӗ.
Чи малтан вӑл васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Хӗрарӑм тухтӑрсем ҫитиччен пӗтӗм чӳречене уҫнӑ. Анчах 4-14 ҫулсенчи хӗрачасем пурпӗрех газ сывласа ӗлкӗрнӗ. Вӗсен сывлӑхӗ йывӑр пулнӑ. Пӗррери хӗрача ыттисенчен сахалрах сиенленнӗ.
Халӗ ачасем хӑйсене лайӑхах туяҫҫӗ, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче сипленеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫурт стени ҫине Совет Союзӗн Паттӑрӗн портретне ӳкереҫҫӗ. Спутник хулара пурӑнакансенчен чылайӑшне килӗшет вӑл.
Винокуров урамӗнчи 26-мӗш "а" ҫурт стени ҫинче Вячеслав Винокуровӑн портречӗ пулӗ. Вӑл — 30 метр ҫӳллӗш. Портрета кӗҫех ӳкерсе пӗтерӗҫ.
Сӑмах май, Шупашкарти Хевеш урамӗнчи ҫурт ҫинче Андриян Николаевӑн портретне ӳкернӗ.
Чӑваш Республикин Наци библиотеки централизациленӗ майпа кӑҫал 6 млн тенкӗлӗх 11 пине яхӑн экземпляр кӗнеке туяннӑ, вӗсенче 82 библиотекӑна валеҫсе тухнӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑмсем ялти 50 библиотекӑна, хулари 25 вулавӑша, ҫавӑн пекех Улатӑрти, Канашри, Куславккари, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Шупашкарти тӗп вулавӑшсене тата Чӑваш Енӗн Наци библиотекине лекнӗ.
Вулавӑшсен кӗнеке фончӗ ҫапла майпа тӗрлӗ отрасль литературипе, словарьсемпе тата энциклопедисемпе, илемлӗ литературӑпа пуянланнӑ.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫуннӑ. Ҫӑра тӗтӗм мӑкӑрланни таҫтанах курӑннӑ.
Ку инкек пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Хӗвелтухӑҫ районӗнчи автосалон ҫывӑхӗнче курӑк ҫуннине 16 сехет те 5 минутра асӑрханӑ. Унта типӗ курӑк кӑна мар, автосалонӑн машина покрышкисем те ҫуннӑ иккен.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ тӑкӑрлӑкӗнчи 4-мӗш ҫурт, общежити,иккӗмӗш хут ҫуннӑ. Унта 2017 ҫулта пушар тухнӑ. Нумаях пулмасть каллех пушарнӑйсем ҫак адреспа ҫитнӗ. Хальхинче хваттер балконӗ ҫунма пуҫланӑ. Юрать-ха, никам та шар курман.
2017 ҫулта та пушарта аманакансем пулман. Ун чухне 8 ҫынна эвакуацилеме тивнӗ.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫын чӳречерен ӳкнӗ. Телее, вилмеллех суранланман - васкавлӑ медпулӑшу вырӑна хӑвӑрт ҫитсе арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Ку хыпара "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку инкек 18 сехет те 31 минутра Кӑнтӑр урамӗнчи 12-мӗш ҫуртра пулнӑ. Арҫын 5-мӗш хутри чӳречерен ӳкнӗ. Хӑй 45 ҫулсенчи пек курӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.